Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.
«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.
Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
«Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ.
Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ.
Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ.
Шупашкар районӗнчи упӑшкипе арӑмӗ маркӑламан пирус сутнине палӑртнӑ. Ҫапла пӗлтерет ШӖМ.
Вӗсене электронлӑ пирус курупкинче упранӑ. Ӑна вара, саккунпа килӗшӳллӗн, маркӑламалла мар. Ҫапла майпа вӗсем ултава пытарас тенӗ ахӑртнех.
Мӑшӑр ҫак пируссене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата ытти хулари суту-илӳ вырӑнӗсенче сутнӑ. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра складра 100 пин ытла пачка пирус тупнӑ. Пӗтӗмпе – 10 миллион ытла тенкӗлӗх.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫак маркӑламан пируса ӑҫтан кӳрсе килниен уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хулара хутса ӑшӑтмалли сезон хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ. Ахӑртнех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ҫапла ҫырнӑ вӑл Телеграм-каналӗнче.
Малтан ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшӑ парӗҫ, кайран - нумай хваттерлӗ ҫуртсенче. Сезон пуҫлансан 7-10 кунран пур ҫӗре те ӑшӑ ҫитмелле.
Аса илтерер: Ҫӗмӗрлере — авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑнӑн 19-мӗшӗнче ӑшӑ янӑ. Паянхи куна республикӑри чылай районта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ.
Паян 8 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче икӗ шурӑ машина ҫапӑннӑ. Аварире 9 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Опель» машинӑн рулӗ умӗнче 34 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Хендай» машинӑна ҫул паман. Икӗ машина пырса тӑрӑннӑ.
9 ҫулти хӗрача хӗрарӑмпа пӗр машинӑра пулнӑ. Аварире вӑл купарча шӑммине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбуссем ярасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ ку ӗҫе ҫитес ҫулах тума тытӑнасшӑн.
Мускаври фирма республикӑри агломераци валли 37,5 миллион тенкӗпе транспорт моделӗ хатӗрленӗ. Агломераципе килӗшӳллӗн, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен пӗтӗм автобуса пӑрахӑҫласа 3 маршрутпа троллейбуссем ярасшӑн. Элтепер пӗрремӗш маршрута ҫитес ҫул ҫуллах ҫӳреттерме пуҫласшӑн. Икӗ маршрут валли автономлӑ мелпе ҫӳрекен 30 троллейбус кирлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм ҫынна 105 хутран кая ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, унсӑр пуҫне вӑл 20 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах хӗрарӑмӑн килӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 56 ҫулти арҫынпа тем пайлайман-ҫке — хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ унчченхи сурана пула хирӗҫ тӑрайман, хӑйне ниепле те хӳтӗленеймен.
Шар курнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен. Тепӗр кунне вӑл реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен. Ватлӑх ҫулӗсене вӑл кирпӗч шутласа ирттерӗ — тӗпчевӗҫсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки ӗҫлеме пуҫлассине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ярмӑрккӑсем республикӑри тепӗр виҫӗ хулара ӗҫлӗҫ: Улатӑрта, Канашра тата Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 2-мӗш, 64-мӗш тата 10-мӗш ҫуртсем, Женя Крутова урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ярмӑрккӑ ӗҫлӗ. Улатӑрта Стрелка микрорайонта, К.Иванов, Комаров урамӗсенче ял хуҫалӑх продукцине туянма май пур. Канашра хула ярмӑрккинче пахча-ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗрехпе сутӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |